Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Авраампа Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ Иисус Христосӑн йӑх-несӗл тымарӗ. Авраам ачи Исаак пулнӑ; Исаак ачи – Иаков; Иаков ачисем Иудӑпа унӑн пӗртӑванӗсем пулнӑ; Иуда ачисем – Фареспа Зара, вӗсен амӑшӗ Фамарь пулнӑ. Фарес ачи – Есром, Есром ачи Арам пулнӑ; Арам ачи – Аминадав; Аминадав ачи – Наассон; Наассон ачи Салмон пулнӑ. Салмон ачи – Вооз, унӑн амӑшӗ Рахава пулнӑ. Вооз Овид ашшӗ пулнӑ, Овид амӑшӗ Руфь пулнӑ. Овид ачи Иессей пулнӑ; Иессей ачи Давид патша пулнӑ; Давид ачи – Соломон, Соломон амӑшӗ малтан Урия арӑмӗ пулнӑ; Соломон ачи – Ровоам, Ровоам ачи – Авия, Авия ачи Аса пулнӑ; Аса ачи – Иосафат, Иосафат ачи – Иорам, Иорам ачи Озия пулнӑ; Озия ачи – Иоафам, Иоафам ачи – Ахаз, Ахаз ачи Езекия пулнӑ. Езекия ачи – Манассия, Манассия ачи – Амон, Амон ачи Иосия пулнӑ; Иосия ачи – Иоаким; Израиль халӑхне Вавилона куҫарса каяс умӗн Иоакимран Иехонияпа унӑн пӗртӑванӗсем ҫуралнӑ. Вавилона куҫарса кайнӑ хыҫҫӑн Иехонияран Салафииль ҫуралнӑ; Салафииль ачи Зоровавель пулнӑ; Зоровавель ачи – Авиуд, Авиуд ачи – Елиаким, Елиаким ачи Азор пулнӑ; Азортан Садок ҫуралнӑ; Садок ачи – Ахим, Ахим ачи Елиуд пулнӑ; Елиудран Елеазар ҫуралнӑ; Елеазар ачи – Матфан, Матфан ачи Иаков пулнӑ; Иаковран Мариян упӑшки Иосиф ҫуралнӑ, Мария вара Христос теекен Иисуса ҫуратнӑ. Хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑ чух Иисус пӗр вӑтӑр ҫулсенче пулнӑ. Ҫынсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Вӑл Иосиф ывӑлӗ, Илия мӑнукӗ пулнӑ. Унӑн ытти мӑн аслашшӗсем: Матфат, Левий, Мелхий, Ианнай, Иосиф, Маттафий, Амос, Наум, Еслим, Наггей, Мааф, Маттафий, Семеий, Иосиф, Иуда, Иоаннан, Рисай, Зоровавель, Салафииль, Нирий, Мелхий, Аддий, Косам, Елмодам, Ир, Чӑн малтанах Сӑмах пулнӑ, Сӑмах Турӑра пулнӑ, Сӑмах Хӑй Турӑ пулнӑ. Вӗсем Турӑ чӑнлӑхне суяпа ылмаштарнӑ, Пултаракан Турра пуҫҫапас вырӑнне пултарнӑ япаласене пуҫҫапса чӳклеҫҫӗ. Пултаракан ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ пултӑр, аминь. Мӗншӗн тесен пӗтӗмпех Ун урлӑ пултарнӑ. Пӗлӗт ҫинчине те, ҫӗр ҫинчине те, курӑнаканнине те, курӑнманнине те: ҫӳлти престолпа хӑватсене, пуҫлӑхсемпе влаҫсене – пурне те Ун урлӑ тата Уншӑн пултарнӑ. Вӑл пуринчен малтанах пур, пурне те Вӑл тытса тӑрать. Вӑл – Чиркӳ ӳт-пӗвӗн пуҫӗ. Вӑл – пуҫламӑшӗ; пур тӗлӗшӗнчен те малта пулмашкӑн чӗрӗлсе тӑнисенчен пӗрремӗшӗ. Мӗншӗн тесен Ашшӗ мӗн пур туллилӗх Унра пултӑр тенӗ,
Выбор основного перевода