Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ; ҫакна Хуҫамӑр турӗ, ҫакна эпир пӑхса ытараймастпӑр“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна нихӑҫан та вуламан-и? Ҫав чул ҫине ӳкекен арканӗ. Чулӗ хӑй кам ҫине ӳкӗ, ӑна лапчӑтса пӑрахӗ». „Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ; ҫакна Хуҫамӑр турӗ, ҫакна эпир пӑхса ытараймастпӑр“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна та вуламан-им?» Унтан Симеон вӗсене пилленӗ те, Ача Амӑшне Марияна каланӑ: «Мария, Сан чуну хӗҫпе каснӑ пек касӑлӗ, мӗншӗн тесен ку Ачана пула Израильте ӳкекен те, тӑракан та нумай пулӗ. Ун пирки нумай тавлашӗҫ, чылайӑшӗ ӑна хирӗҫ тӑрӗҫ, ҫапла вӗсен чун-чӗринчи вӑрттӑн шухӑшӗсем палӑрӗҫ». Анчах та Иисус вӗсене тинкерсе пӑхнӑ та: «„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ“, – тесе ҫырни мӗне пӗлтерет? Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Акӑ, суйласа илнӗ, хаклӑ, никӗсри тӗп чула Эпӗ Сионра хуратӑп; Ӑна ӗненекен намӑса юлмӗ». Турӑ сӑмахне ӗненменнисене унран такӑнма пӳрнӗ.
Выбор основного перевода