4
Хампа пӗр йӑхри тӑвансемшӗн, Израиль халӑхӗшӗн, эпӗ хама Христосран уйӑрттарма та хатӗр. Израиль ҫыннисене Турӑ ывӑллӑха илнӗ, Хӑйӗн мухтавне вӗсене панӑ, вӗсене халал панӑ. Вӗсен саккун та, Турра кӗлтӑвас йӗрке те, Турӑ шантарса сӑмах пани те пур.
Эсир пророксен ывӑлӗсем, халал ывӑлӗсем. Ҫав халала Турӑ сирӗн мӑн аслаҫӑрсене панӑ, Вӑл Авраама ҫапла каланӑ: „Санӑн йӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте пиллӗх илӗҫ“.