Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Тен, эсӗ Туррӑн аслӑ кӑмӑлне, йӑвашлӑхне тата нумай тӳсӗмлӗхне ним вырӑнне те хумастӑн? Турӑ кӑмӑлӗ сана ӳкӗнтересшӗн пулнине те ӑнланмастӑн-и? Тата эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: Турра юратакансене, Турӑ ирӗкӗпе чӗнсе илнисене кирек мӗн те ырри патне илсе пырать. Турӑ вӗсене ҫураличчен малтанах пӗлнӗ, Хӑйӗн Ывӑлӗ евӗрлӗ пулмашкӑн та малтанах палӑртса хунӑ. Ывӑллӑха илнӗ ӗненекен нумай-нумай ҫын хушшинче Хӑйӗн Ывӑлӗ малтанхи пултӑр тенӗ. Малтанах палӑртса хунисене Вӑл чӗнсе илнӗ. Чӗнсе илнисене Вӑл тӳрре кӑларнӑ. Тӳрре кӑларнисене вара мухтава та кӑларнӑ. Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри, Унӑн Ашшӗ, мухтавлӑ пултӑр. Вӑл пире, Иисус Христоспа пӗрлӗхлисене, чун-чӗмӗн тӗрлӗ пилӗпе ҫӳлти сӑвапа пилленӗ. Вӑл пире, Христоспа пӗрлӗхлисене, сӑваплӑ та таса, юратуллӑ пурӑнччӑр тесе, тӗнчене пултаричченех суйласа илнӗ. Хӑйӗн чаплӑ ырӑлӑхне мухтамалла пултӑр тесе, Турӑ пире Хӑйӗн ырӑ ирӗкӗпе Иисус Христос урлӑ ывӑллӑха илмешкӗн чӑн малтанах палӑртса хунӑ, Хӑйӗн савнӑ Ывӑлӗ урлӑ пире ырӑлӑх панӑ. Хӑйӗн чаплӑ ырӑлӑхне мухтамалла пултӑр тесе, Турӑ пире Хӑйӗн ырӑ ирӗкӗпе Иисус Христос урлӑ ывӑллӑха илмешкӗн чӑн малтанах палӑртса хунӑ, Хӑйӗн савнӑ Ывӑлӗ урлӑ пире ырӑлӑх панӑ. Ывӑлӗ пире Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илни, Унӑн ырӑлӑхӗ тулли пулни пирӗн ҫылӑхсене каҫармалла турӗ. Ҫав ырӑлӑха Вӑл пире ытлашшипех панӑ ҫеҫ мар, унпа пӗрле тӗрлӗрен ӑслӑлӑх та, ӑнланулӑх та панӑ. Хӑйӗн ырӑ ирӗкне Ывӑлӗ урлӑ пурнӑҫлама Вӑл чӑн малтанах палӑртса хунӑ, ҫапла майпа пире Хӑйӗн шухӑшӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ. Ҫакна Вӑл вӑхӑт тулса ҫитсессӗн, ҫӳл тӳперипе ҫӗр ҫинчине пӗрлештерсе, Христоса пуҫ пултарас тесе тунӑ. Пирӗн, Христоса маларах ӗненнисен, Турра чапа кӑларма тӑрӑшмалла. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса эпир Турӑ еткерне илессе пӗтӗмпех Хӑй ирӗкӗпе Тӑвакан малтанах палӑртса хунӑ. Пирӗн, Христоса маларах ӗненнисен, Турра чапа кӑларма тӑрӑшмалла. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса эпир Турӑ еткерне илессе пӗтӗмпех Хӑй ирӗкӗпе Тӑвакан малтанах палӑртса хунӑ. хамӑн кӗллӗмре сире аса илсе, сирӗншӗн Турра тӑтӑшах тав тӑватӑп.
Выбор основного перевода