Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Пӗрисене хӗҫпе вӗлерӗҫ, теприсене тӗрлӗрен урӑх халӑх хушшине тыткӑна илсе кайӗҫ. Иерусалима ют халӑхсем хӑйсен вӑхӑчӗ иртичченех таптӗҫ». Манӑн урӑх сурӑхсем те пур, вӗсем ку картара мар. Манӑн вӗсене те илсе килмелле. Вӗсем те Ман сасса илтӗҫ, вара пӗр кӗтӳ, пӗр Кӗтӳҫӗ пулӗ. Ҫапла вара Турӑ Хӑй кама каҫарас тет, ҫавна каҫарать; камӑн кӑмӑлне хытарас тет, ҫавӑн кӑмӑлне хытарать. Хӑвӑр хушшӑрта пӗр шухӑшлӑ пулӑр, пуҫ каҫӑртса ҫӳрес вырӑнне йӑвашшисем пек пулма тӑрӑшӑр, хӑвӑра мӑнна ан хурӑр. Эпир Туррӑн вӑрттӑн, халиччен пытарӑнса усраннӑ ӑслӑлӑхне ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр. Пире мухтава кӑлармашкӑн ҫав ӑслӑлӑха Турӑ тӗнче пуҫланичченех хатӗрлесе хунӑ. Вӑл ӑслӑлӑха ҫак тӗнчери пуҫлӑхсенчен пӗри те пӗлеймен. Пӗлнӗ пулсассӑн вӗсем мухтав Хуҫине пӑталамӗччӗҫ. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Хӑйне юратакансем валли Турӑ мӗн хатӗрлесе хунине пӗри те куҫпа курман, хӑлхапа илтмен, ӑспа та шухӑшласа илеймен». Пире вара ҫавна Турӑ Хӑйӗн Сывлӑшӗ урлӑ уҫса пачӗ, мӗншӗн тесен Сывлӑш пӗтӗмпех, ҫав шутрах Туррӑн тӗпсӗрлӗхне те, тишкерме пултарать. Сире валли хатӗрленӗ Хӑйӗн ырӑлӑхне Турӑ мана пани ҫинчен, мана Турӑ вӑрттӑнлӑхӗ уҫӑлни ҫинчен эсир илтнӗ ӗнтӗ. Ун пирки эпӗ маларах кӗскен ҫырнӑччӗ. Эппин, ҫавна вуласа тухсассӑн, эпӗ Христос вӑрттӑнлӑхне епле ӑнланнине эсир пӗлме пултаратӑр. Этемлӗхӗн иртнӗ ӑрӑвӗсене ҫав вӑрттӑнлӑха пӗлме паман, анчах та халӗ Святой Сывлӑш ҫав вӑрттӑнлӑха Унӑн сӑваплӑ апостолӗсемпе пророкӗсене уҫса панӑ. Ҫӳл тӳпери пуҫлӑхсемпе влаҫсене Туррӑн тӗрлӗ енлӗ ӑслӑлӑхӗ Чиркӳ урлӑ халӗ паллӑ пултӑр тесе, Туррӑн вӑрттӑнлӑхне, шухӑшне манӑн пурне те уҫса памалла. Ҫав вӑрттӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ пурне те туса ҫитернӗ Турӑра мӗн ӗмӗртен пытарӑнса упраннӑ.
Выбор основного перевода