Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫырла туман туратӑмсене Вӑл касса пӑрахать. Ҫырла тӑвакан туратсене Вӑл, ҫырли тата нумайрах пултӑр тесе, иртсех, тасатсах тӑрать. Эсир Манра пулӑр, Эпӗ сирӗнте пулам. Ҫырла авӑрӗнчен уйӑрнӑ турат ҫырла тӑваймӗ, ҫавӑн пекех эсир те, Манра пулмасан, ҫимӗҫ параймӑр. Эпӗ вӗрентнине ҫирӗп тытса пырсан, ҫиелтен кӑна ӗненмен пулсан, эсир Ырӑ Хыпарпа ҫӑлӑнӑр. Христос вара Турӑ кил-ҫуртӗнче – шанчӑклӑ Ывӑлӗ. Пирӗн кӑмӑл ҫирӗп, эпир шанчӑк пуррипе мухтанатпӑр. Енчен те ҫав пахалӑхсене вӗҫне ҫитичченех упраса хӑварайсан, эпир Унӑн кил-ҫурчӗ пулӑпӑр. Малтанхи ҫирӗп ӗненӗве вӗҫне ҫитичченех упраса хӑварайсан, эпир Христоспа пӗр пая кӗреетпӗр.
Выбор основного перевода