Павелпа Варнава вӗсене хӑюллӑнах ҫапла каланӑ: «Турӑ сӑмахне чи малтан сире вӗрентмеллеччӗ. Анчах та эсир ҫав сӑмаха йышӑнмасӑр хӑвӑра хӑвӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа юрӑхсӑр тӑватӑр. Ҫавӑнпа та, акӑ, эпир урӑх халӑхсене вӗрентетпӗр.
«Ҫакна Израиль халӑхӗ пӗлмен-им?» – тесе ыйтатӑп татах. Ку ыйтӑва Моисеях Турӑ сӑмахӗсемпе хуравланӑ: «Халӑх тесех те калама ҫук халӑх урлӑ Эпӗ сирӗнте кӗвӗҫӳ ҫуратӑп, ҫав айван халӑх урлах Эпӗ сирӗнте вӗчӗхӳ ҫуратӑп».