Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ӗнтӗ ҫакна ан манӑр: ҫуралнӑ тӑрӑх, эсир тахҫан урӑх халӑх ҫыннисем шутланнӑ. Сире „ӳт кастарнӑ“ текеннисем „ӳт кастарманнисем“ тетчӗҫ. Ӳт кастарасси вара – этем аллипе тунӑ ӗҫ кӑна. Ун чухне эсир Христоссӑр пулнӑ, Израиль халӑхӗнчен те, Турӑ шантарса панӑ халалран та аякра тӑнӑ; ҫак тӗнчере шанчӑксӑр, Турӑсӑр пурӑннӑ. Халӗ вара эсир, тахҫан Турӑран аякра пулнисем, Христос Иисуспа пӗрлӗхлӗ, Унӑн Юнӗ урлӑ эсир Турӑ патне ҫывхартӑр. Мӗншӗн тесен Христос урӑх халӑхсемпе иудейсене ҫураҫтарнӑ, пӗр халӑх туса пӗрлештернӗ, вӗсене уйӑрса тӑракан чӑрмава аркатнӑ. Хӑйӗнпе пӗрлӗхлӗ пултарса иккӗшӗнчен пӗр ҫӗнелнӗ этем тӑвас тесе, килӗшӳ кӳрес тесе курайманлӑха Хӑйӗн вилӗмӗпе пӗтернӗ, саккун хушнине Хӑйӗн вӗрентӗвӗпе пӑрахӑҫланӑ. Вӑл Хӑйӗн хӗрес ҫинчи асапӗпе курайманлӑха пӗтерсе, иккӗшӗнчен пӗр туса, вӗсене Турӑпа ҫураҫтарас тенӗ. Вара, килсессӗн, Вӑл сире, Турӑран аякрисемпе ҫывӑххисене те, канӑҫлӑх кӳрекен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ. Христоса пула ӗнтӗ икӗ халӑхӗшӗн те, пӗр Сывлӑш витӗмӗпе, Ашшӗ патне каймалли ҫул уҫӑлчӗ. Ҫапла вара, эсир ҫичӗ ют та мар, ютран килнисем те мар, эсир – Турӑ халӑхӗн пӗр тан ҫыннисемех, Турӑ ачисемех пулатӑр.
Выбор основного перевода