Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4
Параллельные места
Ашшӗн мухтавлӑ хӑвачӗпе Христос епле вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, пирӗн те ҫапла чӗрӗлсе ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫпа пурӑнмалла. Ҫавӑнпа та эпир, тӗне кӗрсе, Христоспа пӗрле вилнӗ, пире Христоспа пӗрле пытарнӑ. Ҫав чӑнлӑха пула ултавлӑ аскӑн кӑмӑл хыҫҫӑн кайса ҫӗрӗшсе пӗтекен кивӗ ҫыннӑн пурӑнӑҫ йӗркине пӑрахӑҫламаллине, Сирӗнтен кашниех, суялӑха пӑрахӑҫласа, хӑвӑра ҫывӑх ҫынна чӑннине калатӑр, мӗншӗн тесен эпир пӗр ӳт-пӳ пайӗсем. Ҫилленсен те ҫылӑха ан кӗрӗр: хӗвел аниччен ҫиллӗр иртсе кайтӑр. Шуйттана хӑвӑра улталама ан парӑр. Кам вӑрласа пурӑннӑ, малашне ан вӑрлатӑр. Ху валли ху ӗҫлесе ил, вӑл ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакана та пулӑшма ҫиттӗр. Чӗлхе-ҫӑварӑртан пӗр юрӑхсӑр сӑмах та ан тухтӑр, ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах кӑна тухтӑр. Ҫав сӑмах итлекене ырӑлӑх кӳтӗр. Туррӑн Святой Сывлӑшне ан хурлӑр, ҫылӑхран тӳлесе илес кун валли сире Святой Сывлӑш пичечӗпе паллӑ тунӑ. Кирек епле тарӑхупа хаярлӑх та, ҫилленӳ те, кӑшкӑрашу та, киревсӗр сӑмах та, ытти усаллӑх та сиртен аякра тӑтӑр. Пире курса-пӗлсе тӑракансем пирӗн йӗри-тавра пӗлӗт пек нумай. Ҫавӑнпа та, ӗнсе ҫинчи ҫӗклеме илсе персе, ҫылӑх тӑллине татса, хамӑр утас ҫула тӳсӗмлӗн утса тухар.
Выбор основного перевода