Петр ҫӑвар уҫса ҫапла каланӑ: «Турӑ ҫынна кам пулнине кура хакламаннине эпӗ чӑнахах куртӑм.
Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: чура-и, ирӗклӗ ҫын-и – пурпӗрех – кашни мӗн чухлӗ ырӑ тунӑ, Хуҫамӑр ӑна ҫавӑн чухлӗ парӗ.
Эсир те, хуҫасем, чурасемпе ҫавнашкалах ырӑ пулӑр, вӑйпа хӑратма пӑрахӑр. Ҫакна астӑвӑр: вӗсен те, сирӗн те тӳпере пӗр Хуҫа, ҫын кам пулнине Вӑл пӑхмасть.