Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4
Параллельные места
Ҫылӑхлӑ ӳтӗмӗре пӑрахӑҫлас тесе, хамӑрӑн текех ҫылӑх чурисем пулас марччӗ тесе, пирӗнти кивӗ ҫын Унпа пӗрле пӑталаннине эпир пӗлетпӗр. Эсир те ҫаплах, Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗр пулса, хӑвӑра ҫылӑхшӑн – вилӗ, Турӑшӑн – чӗрӗ тесе шутлӑр. Вӗсем, намӑс-симӗсе ҫухатса, нихӑҫан тӑранмасла тем тӗрлӗ ирсӗрленсе, аскӑнлӑха ярӑннӑ. Турра ӗненекенсен хӑйсене тивӗҫлӗ тыткаламалла, ҫавӑнпа сирӗн хушшӑрта аскӑнлӑхпа тӗрлӗ ирсӗрлӗх, ҫӑткӑнлӑх пирки калаҫу та ан пултӑр. Ӗнтӗ ҫакна пӗлсе тӑрӑр: нимӗнле аскӑнчӑк та, ирсӗр ҫын та, мулшӑн ҫунакан та Христоспа Турӑ Патшалӑхӗн еткерне илеес ҫук. Унашкалли кӗлеткесене пуҫҫапаканпа пӗрех.
Выбор основного перевода