Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4
Параллельные места
Эй, чурасем! Ҫӗр ҫинчи хуҫӑрсене хӑраса-чӗтресе, пӗтӗм чӗререн, Христоса пӑхӑннӑ пек пӑхӑнӑр. Йӑпӑлтисем пек, куҫ умӗнче кӑна тӑрӑшкаланҫи ан тӑвӑр; пӗтӗм чунран Турӑ ирӗкне пурнӑҫласа, Христос чурисем пек пулӑр. Ҫыншӑн мар, Хуҫа Турӑшӑн ӗҫленӗ пек тӑрӑшса ӗҫлӗр. Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: чура-и, ирӗклӗ ҫын-и – пурпӗрех – кашни мӗн чухлӗ ырӑ тунӑ, Хуҫамӑр ӑна ҫавӑн чухлӗ парӗ. Чурасене хӑйсен хуҫисене пур енчен те пӑхӑнса, юраса, вӗсемпе тавлашмасӑр пурӑнма ӳкӗтле. Ӗнтӗ тек вӑл саншӑн чура мар, ҫывӑх ҫынну, савнӑ ӗненекен тӑвану. Вӑл маншӑн хаклӑ ҫыннӑм пулчӗ, саншӑн тата пахарах пулӗ. Эсӗ ӑна ҫынлӑхӗшӗн ҫеҫ мар, Хуҫамӑр урлӑ тӑван пулнишӗн те килӗштерӗн-ха.
Выбор основного перевода