Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Галатам
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Вӗсем тӑрӑшнине ырламалла. Тепӗр тесен, вӗсем Иерусалимри ӗненекенсене парӑмлӑ та. Иерусалимрисен чун-чӗм пуянлӑхӗпе ытти халӑхсем те усӑ кураҫҫӗ пулсан, ун вырӑнне вӗсен ӳт-пӗве кирлӗ пуянлӑхпа тавӑрса памалла. Ҫар ҫынни хӑйне хӑй тӑрантарса пурӑнни пур-и? Иҫӗм ҫырли лартаканӗ ҫырлине ҫименни пур-и? Кӗтӳ кӗтекенӗ сӗт ӗҫменни пур-и? Ҫакна эпӗ этемле шухӑшласа кӑна калатӑп-и? Саккун та ҫавнах каламасть-и вара? Моисей саккунӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Авӑн ашакан вӑкӑрӑн ҫӑварне ан хупла». Ҫакна Турӑ вӑкӑрсемшӗн куляннипе каланӑ тетӗр-и? Е ҫак сӑмахсене пирӗншӗн кулянса каланӑ? Паллах, ҫакна йӑлтах пирӗншӗн каланӑ, мӗншӗн тесен хӑйӗн пайне илессе шанса суха тӑваканӑн сухаламалла, кӗлте ҫапаканӑн ҫапмалла. Эпир сирӗн ӑша чун-чӗм вӑрлӑхне акрӑмӑр, эппин сирӗнтен кӗлеткене усрамалӑх пухса илни ытлашши пулӗ-и? Ыттисем сирӗн патӑрта ҫавнашкал ирӗкпе усӑ кураҫҫӗ пулсан, пирӗн ирӗкӗмӗр тата ытларах мар-и? Анчах та эпир ҫав ирӗкпе нихӑҫан та усӑ курмарӑмӑр. Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнатпӑр. Кӗлӗ ҫуртӗнче ӗҫлекенсем кӗлӗ ҫурчӗн шучӗпе пурӑннине пӗлместӗр-им? Парне вырӑнӗ умӗнче ӗҫлесе тӑракансен вара парнелӗхе кӳнин пӗр пайне илме ирӗк пуррине пӗлместӗр-им эсир? Ырӑ Хыпар пӗлтерекенсем ӳкӗтлесе-вӗрентсе хӑйсене пурӑнмалӑх ӗҫлесе илччӗр тесе Хуҫамӑр та хушса хӑварнӑ. Анчах та эпӗ ҫав ҫӑмӑллӑхсемпе пӗринпе те нихӑҫан та усӑ курмарӑм. Ҫырасса та ҫӑмӑллӑх ыйтса ҫырмастӑп. Мухтанмалли сӑлтавӑмсӑр тӑрса юличчен эпӗ вилме те хатӗр. Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Авӑн ашакан вӑкӑрӑн ҫӑварне ан хупла» тата «Ӗҫлекен ҫын тӳлев илме тивӗҫлӗ» (Саккуна астутарни 25:4; Лука 10:7).
К Галатам
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода