Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Галатам
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Малтан ҫын хӑйне хӑй тӗрӗслесе пӑхтӑр, унтан тин ҫав ҫӑкӑра ҫитӗр, ҫав куркана ӗҫтӗр. Хамӑра эпир хӑйсене мӑнна хуракансемпе танлаштарма е пӗр картлашка ҫине лартма хӑяймастпӑр. Вӗсем хӑйсене хӑйсем хакласа, хӑйсен виҫипе виҫсе, ӑссӑрла хӑтланаҫҫӗ. Эпир виҫесӗр мухтанмастпӑр. Мухтанмалли ӗҫӗмӗрӗн анине пире Турӑ чикӗлесе панӑ. Эсир те ҫав ана ҫинчех. Енчен те эпир сирӗн патӑра Христосӑн Ырӑ Хыпарне ҫитермен пулсан, пире чиккине пӗлмесӗр мухтанатӑр теме пулатчӗ, анчах та эпир Ырӑ Хыпар пӗлтерсе сирӗн пата та ҫитнӗ вӗт-ха. Чикӗ урлӑ каҫса ыттисен ӗҫӗпе мухтанас шухӑш вара пирӗн ҫук. Анчах та ӗненӗвӗр ҫирӗпленсе пынӑҫемӗн сирӗн хушшӑрти ӗҫӗмӗр сулмаклӑрах пуласса шанатпӑр. Вара эпир Ырӑ Хыпара ытти ҫӗр-шывсенче те ӳкӗтлесе вӗрентӗпӗр, паллах, унта ыттисем тунӑ ӗҫпе, янттипе, эпир мухтанмӑпӑр. Мухтанас текен Хуҫа Турӑпа мухтантӑр. Хӑйне хӑй ырлакан ҫын мухтавлӑ мар, Хуҫа Турӑ ырлакан ҫын мухтавлӑ.
К Галатам
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода