Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Галатам
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Ҫавӑнпа вӗсем сире мӗн каланине итлӗр, хушнине пурнӑҫласа тӑрӑр. Анчах та вӗсем пек ан хӑтланӑр: вӗсем хӑйсем каланине хӑйсем те тумаҫҫӗ. Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗтнӗк курӑкӗн, энӗс курӑкӗн, калемпӗр курӑкӗн вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑр, анчах саккунри чи кирлине – тӗрӗслӗхлӗ, хӗрхенӳллӗ, ӗненӳллӗ пулассине – сиктерсе хӑваратӑр. Сирӗн ҫакна та туса тӑмалла, лешне те манмалла мар. Вӗсем юнпа-ӳтпе те мар, арҫын кӑмӑлӗпе те мар, ҫӳлтен, Турӑран ҫуралаҫҫӗ. Мӗншӗн-ха эсир халӗ мӑн асаттесем те, хамӑр та йӑтайман ҫӗклеме вӗренекенсен ӗнси ҫине хурасшӑн пулса Туррӑн чӑтӑмлӑхне тӗрӗслетӗр?
К Галатам
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода