Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Галатам
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Темле ҫынсем, Иудейӑран пынӑскерсем, ӗненекен тӑвансене ҫапла вӗрентнӗ: «Моисей йӑлипе ӳт кастармасан ҫӑлӑнаймастӑр». Акӑ эпӗ, Павел, сире калатӑп: ӳт кастарнипех эсир Христосран нимӗнле усӑ та кураймӑр. Эй, тӑвансем! Хӑш-пӗрисем эпӗ халӗ те ӳт кастарасси ҫинчен вӗрентетӗп теҫҫӗ. Эппин мана мӗншӗн хӗсӗрлеҫҫӗ? Эпӗ халӗ те ӳт кастарас пирки вӗрентнӗ пулсан, хӗрес ҫинчен вӗрентни вӗсене чӑрмантарман пулӗччӗ. Христоса ӗненекенсем хӑйсен хӗрӳ те аскӑнчӑк туйӑмлӑ ӳт-пӗвне хӗрес ҫумне пӑталанӑ.
К Галатам
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода