Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Ҫылӑхлӑ ӳтӗмӗре пӑрахӑҫлас тесе, хамӑрӑн текех ҫылӑх чурисем пулас марччӗ тесе, пирӗнти кивӗ ҫын Унпа пӗрле пӑталаннине эпир пӗлетпӗр. Турӑшӑн пурӑнас тенипе манӑн саккуна пӑсма тивет. Ҫапла вара, саккун тӑрӑхах эпӗ саккуншӑн вилнӗ пулса тухать. Эпӗ те Христоспа пӗрлех пӑталаннӑ, ӗнтӗ эпӗ хам пурӑнмастӑп, ман чунӑмри Христос пурӑнать. Эпӗ халӗ ӳтлӗ-пӳллӗ пурӑнатӑп пулсан, Турӑ Ывӑлне ӗненнипе кӑна пурӑнатӑп: Вӑл, мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗме панӑ.
Выбор основного перевода