Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Мӗн калар-ха эппин? Ырӑлӑх нумайлантӑр тесен пирӗн ӗлӗкхиллех ҫылӑха кӗрсе пурӑнмалла-и? Апла мар, паллах. Мӗн тумалла-ха? Эпир саккун аллинче мар, Турӑ ырӑлӑхӗн аллинче тесе, ҫылӑха кӗрсе пурӑнмалла-и? Паллах, апла мар. Эсир пӗлместӗр-им? Камӑн чури пулса пӑхӑнма килӗшетӗр – ҫавӑн чури пулатӑр та, ҫавна пӑхӑнатӑр: е вилмешкӗн ҫылӑх чури пулатӑр, е тӳрре тухмашкӑн Турра пӑхӑнатӑр. Тавах Турра! Эсир ӗлӗкрех ҫылӑх чурисем пулнӑ пулин те, халӗ хӑвӑр йышӑннӑ вӗрентӗве пӗтӗм чун-чӗререн парӑнтӑр. Ҫылӑхран хӑтӑлса тӳрӗлӗх чури пулса тӑтӑр. Ӑнланмалла пултӑр тесе ҫакна эпӗ сире уҫӑмлӑрах каласшӑн. Ӗлӗкрех эсир ӳт-пӗвӗр пайӗсене ирсӗрлӗх тата йӗркесӗрлӗх чуралӑхне усал ӗҫсем тумашкӑн панӑ. Ҫавнашкалах халӗ вӗсене тӳрӗлӗх чуралӑхне таса ӗҫсем тума парӑр. Мӗншӗн тесен эсир ҫылӑх чурисем пулнӑ чухне сирте тӳрӗлӗх пулман. Ун чухнехи ӗҫӗрсем мӗн пачӗҫ-ха сире? Халӗ вӗсенчен хӑвӑр та вӑтанатӑр ӗнтӗ. Вӗсем вилӗмпе кӑна вӗҫленеҫҫӗ. Анчах та халӗ, эсир ҫылӑхран хӑтӑлса Турӑ чурисем пулса тӑрсассӑн, ырӑ ӗҫӗрсем сире сӑваплӑх параҫҫӗ, ҫав ӗҫсемпе эсир ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулӑр. Ҫапах та эсир чӳк ҫимӗҫне тиркеменни халсӑр чунлисемшӗн такӑнса ӳкмелли чул пуласран асӑрханӑр. Ирӗклӗ ҫын пулсан та, тата ытларах ҫынна ҫӑласчӗ тесе, эпӗ пуриншӗн те чура пулса тӑтӑм. Ҫапла вара, хамӑра Христос панӑ ирӗклӗхе ҫирӗп упраса пурӑнӑр, каллех чуралӑх пусмӑрне кӗрсе ӳкмелле ан пултӑр.
Выбор основного перевода