Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Мӗншӗн тесен хам мӗн тунине хам та пӗлместӗп: мӗн тӑвас тенине мар, килӗштерменнине тӑватӑп. Енчен те эпӗ хам тӑвас килменнине тӑватӑп пулсан, эппин саккун ырӑ пулнине йышӑнатӑп. Чӑннипе вара, усаллине эпӗ тумастӑп, ӑна ӑшри ҫылӑх тутарать. Ман ӑшӑмра, ман ӳт-пӗвӗмре ырри пурӑнманнине эпӗ пӗлетӗп. Мӗншӗн тесен манра ырӑ тӑвас килни пур, анчах та эпӗ ырӑ тӑваймастӑп. Хам тӑвас тенӗ ыррине тӑваймастӑп, хам тӑвас темен усаллине вара тӑватӑп. Енчен те хам тӑвас теменнине тӑватӑп пулсан, эппин ӑна эпӗ мар, ӑшӑмри ҫылӑх тӑвать. Эпӗ хам ӑшӑмра ҫакӑн пек йӗрке пуррине асӑрхарӑм: ырӑ тӑвас тенӗ чухне усал сиксе тухать. Чунӑмпа эпӗ Турӑ йӗркине хапӑлласа йышӑнатӑп, анчах та ӳт-пӗвӗмре урӑх йӗрке пуррине куратӑп. Ӳт-пӳ йӗрки вара ӑс-хакӑл йӗркипе хирӗҫӗве кӗрет, ҫав ӳт-пӳ йӗрки мана ҫылӑх тыткӑнне илет, ӳт-пӗвӗм ӑнах пӑхӑнса тӑрать. Савнӑ тусӑмсем! Эсир ҫак тӗнчере юттисем, ҫул ҫӳревҫӗсем. Эпӗ сире чунӑрсемпе кӗрешекен ӳт-пӳ хистенинчен пӑрӑнма тархаслатӑп.
Выбор основного перевода