Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Ҫавӑнпа та Турӑ вӗсене намӑслӑх тыткӑнне панӑ: вӗсен хӗрарӑмӗсем арлӑ-арӑмлӑ пурӑнас вырӑнне пӗр-пӗринпе асса пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен арҫынӗсем те арлӑ-арӑмлӑ пурӑнас вырӑнне пӗр-пӗринпе, арҫынпа арҫын, асса пурӑнаҫҫӗ, намӑс ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсем хӑйсен пӑсӑклӑхӗшӗн хӑйсемех тивӗҫлӗ тавӑру илеҫҫӗ. Вӗсем Турра ӗненес тесе тӑрӑшман пирки Турӑ вӗсене пӑсӑк ӑс тыткӑнне панӑ. Пӑсӑк ӑса пула вӗсем тума юраман ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Вӗсем йӗркесӗр, аскӑн, чее, ҫӑткӑн, ҫилӗллӗ, кӗвӗҫ, ҫын вӗлерекен, чӑркӑш, ултавлӑ, хаяр кӑмӑллӑ, усал чӗлхеллӗ, элекҫӗ пулаҫҫӗ. Вӗсем Турра кураймаҫҫӗ, ҫынсене кӳрентереҫҫӗ, мухтанчӑк, мӑнкӑмӑллӑ, тем тӗрлӗ усал тума та ӑста, ашшӗ-амӑшне итлемеҫҫӗ. Вӗсем ӑссӑрла хӑтланаҫҫӗ, шанчӑксӑр, никама та юратмаҫҫӗ, ниепле те ҫураҫмаҫҫӗ, хӗрхенме пӗлмеҫҫӗ. Тӳрӗ мар ҫынсем Турӑ Патшалӑхне кӗреймессе пӗлместӗр-им? Ан улталанӑр: аскӑнсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансем те, пӗр-пӗрне улталакан мӑшӑрсем те, арҫынпа асакан арҫынсем те,
Выбор основного перевода