Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Ҫапла вара, Ҫӳлти Аҫӑр епле паха, эсир те ҫапла паха пулӑр». Эппин саккун Туррӑн шантарса панӑ сӑмахӗсене хирӗҫлет-ши? Пачах та хирӗҫлемест! Мӗншӗн тесен ҫынсене чӗрӗлӗх пама пултаракан саккун панӑ пулсан, тӳрре тухасси чӑнах та саккунран килнӗ пулӗччӗ. Кирек епле аслӑ священника та ҫынсен ҫылӑхӗсемшӗн кӗлтума, Турра ахаль парнесемпе пуснӑ парнесем кӳме ҫынсем хушшинченех суйласа лартаҫҫӗ. Моисей саккунӗ ниме те чи паха шая ҫитереймен пирки пире ҫӗнӗ шанчӑк панӑ та ӗнтӗ. Ҫав шанчӑка пула эпир Турӑ патне ҫывхаратпӑр.
Выбор основного перевода