Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Ҫырнинче ҫапла каланӑ та: «Малтанхи этем, Адам, чӗрӗ чунлӑ пулса тӑнӑ». Кайранхи Адам вара чӗрӗ тӑвакан чун-чӗмлӗ. Пирӗн ҫинчен, пире эсир епле хапӑл туни ҫинчен ҫынсем хӑйсемех пур ҫӗрте те кала-кала кӑтартаҫҫӗ. Чӗрӗ те чӑн Турра чунтан парӑнас тесе, Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Ывӑлне, пире ҫитес ҫилӗрен хӑтаракана, Иисуса, тӳперен килессе кӗтес тесе, эсир кӗлеткесене пуҫҫапма пӑрахни пирки те калаҫаҫҫӗ. Пире усаллӑхран тӳлесе илес тесе, Хӑй валли сӑвапласа тасатнӑ, тӑрӑшуллӑ, ырӑ тума пӗлекен, уйрӑм халӑх пултарас тесе, Христос Хӑйне пирӗншӗн вилӗме панӑ. Ҫавӑнпа та Христос вӗрентӗвӗн пуҫламӑшӗнчен тулли пӗлӳ патне хӑвӑртрах куҫар. Никӗсри ансат чӑнлӑхсем ҫинчен: ҫылӑхлӑ ӗҫсем тума пӑрахасси ҫинчен, Турра ӗненесси ҫинчен, тӗне кӗрессипе алӑ хурасси ҫинчен, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, ӗмӗрлӗх суд ҫинчен тӑтӑшах калаҫар мар, Вӑл вӗрентнине тӗплӗнрех пӗлсе ҫитме васкар. Ун ҫинчен Святой Сывлӑш та ҫирӗплетсе пӗлтерет. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: Мӗншӗн тесессӗн, пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Христос та пирӗн ҫылӑхсемшӗн асап курнӑ. Вӑл, Тӳрӗскер, тӳрӗ мар пурӑнакансемшӗн пӗрре вилнӗ. Ӳт-пӗвне вӗлернӗ пулин те, Вӑл, чун-чӗмӗпе чӗрӗлсе, Енчен те эпир, Вӑл ҫутӑра ҫӳренӗ евӗрлех, ҫутӑра ҫӳретпӗр пулсан – эппин пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнатпӑр. Эппин Унӑн Ывӑлӗн Иисус Христосӑн Юнӗ пире тӗрлӗ ҫылӑхран тасатать.
Выбор основного перевода