Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Эсир те Турӑ хушнине пӑрахӑҫласа этем шухӑшласа кӑларнӑ йӑласене ҫеҫ – савӑт-сапа ҫӑвассине тата ҫавӑн евӗрлӗ ытти тем те пӗре – тытса пыратӑр». Эппин сире ӗҫме-ҫимене тиркеменшӗн е иудейсен уявне, ҫӗнӗ уйӑхне, шӑмат кунне тытса пыманшӑн никам та ан ӳпкелештӗр. Вӑл этемле йӑх-несӗл йӗркипе мар, вилӗмсӗр пурӑнӑҫ хӑвачӗпе Священника ларнӑ. Малтанхи йӗркене вара хавшак та усӑсӑр пулнӑран улӑштарнӑ. Моисей саккунӗ ниме те чи паха шая ҫитереймен пирки пире ҫӗнӗ шанчӑк панӑ та ӗнтӗ. Ҫав шанчӑка пула эпир Турӑ патне ҫывхаратпӑр. Ҫакӑ вӑл – пулассин сӑнарӗ: халӗ эпир, ҫӑлӑнас тесе, шыва кӗретпӗр. Шыва кӗни вара ӳт-пӗве ҫуса тасатни мар, таса чунпа пурӑнмашкӑн Турра сӑмах пани. Иисус Христос чӗрӗлсе тӑнине пула, шыва кӗни пире ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать.
Выбор основного перевода