Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Эпир те ҫаплах, ача шутӗнче чухне ҫут ҫанталӑк вӑйӗсене пӑхӑнса пурӑннӑ. Вӗсем ҫӗр ҫинче сӑваплӑ вырӑнта Турӑшӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Анчах та ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑн тӳперин мӗлки тата ӗлки кӑна. Мӗншӗн тесессӗн чатӑр лартма пуҫласан Турӑ Моисея ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Асту, – тенӗ Вӑл, – пӗтӗмпех хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ту». Анчах та Иисуса шанса панӑ ӗҫ ытти священниксем тӑвакан ӗҫрен тем тери пахарах. Ҫавнашкалах Турӑ этеме Ун урлӑ панӑ ҫӗнӗ халал та малтанхинчен пахарах. Мӗншӗн тесен ҫӗнӗ халал Турӑ лайӑхраххине шантарни ҫинче никӗсленсе тӑрать. – Ку халал вӗсен мӑн аслашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египетран илсе тухнӑ чухне панӑ халал пек пулмӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем Манӑн халала пӑхӑнса пурӑнас темерӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсенчен пӑрӑнтӑм, – тет Хуҫа Турӑ.
Выбор основного перевода