Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Хавшак этеме пула вӑйне ҫухатнӑ саккун тӑвайманнине Турӑ турӗ. Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне, этем ҫылӑхӗшӗн Турра парнелӗхе кӳмешкӗн ҫылӑхлӑ ҫын евӗрлӗ пултарса, ҫӗр ҫине янӑ. Турӑ ҫапла этемри ҫылӑха айӑплав хунӑ. Халӗ вара, Турра пӗлнӗ хыҫҫӑн, тата тӗрӗсрех каласан, Турӑ сире пӗлнӗ хыҫҫӑн, мӗншӗн-ха эсир ҫут ҫанталӑкӑн халсӑр та мӗскӗн вӑйӗсем патне таврӑнасшӑн, мӗншӗн каллех вӗсен чури пуласшӑн? Саккун паракан ырӑлӑх – пулас чӑн-чӑн ырӑлӑхсен мӗлки кӑна. Ҫулсерен тӑтӑшах пӗрешкел парнепе Турӑ патне пыракансене вӑл нихӑҫан та чи паха шая ҫитереймест. Ахальлӗн ҫынсем парне кӳме пӑрахӗччӗҫ, мӗншӗн тесен парне кӳрекенсем, пӗрре ҫылӑхран тасалнӑскерсем, хӑйсем ҫылӑхлине пӗлми пулӗччӗҫ. Ҫуллен Турра кӳрекен парне вара ҫылӑх ҫинчен астутарсах тӑрать. Мӗншӗн тесен пӑрупа качака юнӗ ҫылӑха пӗтерме пултараймасть.
Выбор основного перевода