Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Эпӗ Турӑ ырӑлӑхне йышӑнмастӑп теместӗп. Енчен те Турӑ умӗнче саккунпа тӳрре тухма пулать пулсан, эппин Христос кӑлӑхах вилнӗ пулать». Ҫырнинче ҫапла пӗлтернӗ: «Эсӗ – Мелхиседек евӗрлӗ ӗмӗрлӗх священник». Малтанхи йӗркене вара хавшак та усӑсӑр пулнӑран улӑштарнӑ. Моисей саккунӗ ниме те чи паха шая ҫитереймен пирки пире ҫӗнӗ шанчӑк панӑ та ӗнтӗ. Ҫав шанчӑка пула эпир Турӑ патне ҫывхаратпӑр. Енчен те малтанхи халалӗ пӗр ҫитменлӗхсӗр пулсан, ҫӗнӗ халал парас та ҫукчӗ. Ҫак тӗслӗхре хальхи вӑхӑт та сӑнарланнӑ: нимӗнле ахаль парне те, нимӗнле пусса панӑ парне те Турра пуҫҫапаканӑн чун-чӗрине аталантарса ҫитереймест. Саккун паракан ырӑлӑх – пулас чӑн-чӑн ырӑлӑхсен мӗлки кӑна. Ҫулсерен тӑтӑшах пӗрешкел парнепе Турӑ патне пыракансене вӑл нихӑҫан та чи паха шая ҫитереймест.
Выбор основного перевода