Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Иуда ачисем – Фареспа Зара, вӗсен амӑшӗ Фамарь пулнӑ. Фарес ачи – Есром, Есром ачи Арам пулнӑ; „Эсӗ те, Вифлеем, Иуда ҫӗрӗ, Иудӑн аслӑ хулисенчен нимӗнпе те кая мар: мӗншӗн тесен санӑн ҫыннусенчен Ҫулпуҫӗ тухӗ, Вӑл Манӑн халӑхӑн, Израиль халӑхӗн, Кӗтӳҫи пулӗ“». Аминадав, Арам, Есром, Фарес, Иуда, Ырӑ Хыпар Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен пӗлтерет. Ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен Вӑл Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ. Вара ватӑсенчен пӗри мана ҫапла каларӗ: «Ан йӗр. Акӑ Иуда йӑхӗнчен тухнӑ арӑслан, Давид тӑхӑмӗ ҫӗнтерчӗ. Вӑл ҫичӗ пичет сӑркӑчне хӑйпӑтса кӗнекене уҫма пултарать».
Выбор основного перевода