Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Тӗрлӗ парне таврашӗ ӗҫсе ҫиес, ҫӑвас йӑлана туса пымаллине кӑна палӑртать. Ӳт-пӳпе кӑна ҫыхӑннӑ ҫак йӑла-йӗркене Турӑ ҫынсене ҫӗнӗ йӗркеччен кӑна тытса пымалла тунӑ. Христос Юнӗ пире мӗн тери хӑватлӑрах тасатма пултарӗ! Вӑл Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Хӑйне таса парнелӗхе Турра панӑ. Ҫакна Вӑл, пирӗн чунӑмӑрсене вилӗмле ӗҫсенчен тасатса, чӗрӗ те чӑн Турӑшӑн ӗҫлесе тӑччӑр тесе тунӑ. Илӗртсе тӗрӗсленине тӳссе ирттерекен ҫын телейлӗ. Тивӗҫ пулсассӑн вӑл пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне илӗ. Хуҫамӑр ӑна Хӑйне юратакансене пама пулнӑ. Кам та кам ҫак кӗнекери пророкла сӑмахсенчен хӑшне те пулин кӑларса пӑрахать, Турӑ ӑна пурӑнӑҫ кӗнекине те, сӑваплӑ хулана та – вӗсем пирки ҫак кӗнекере ҫырнӑ – кӗртмӗ.
Выбор основного перевода