Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
этем евӗрлӗ пулса, этем евӗрлӗ курӑнса, чура шӑпине йышӑнса Хӑйне Хӑй мӗскӗнлетнӗ. Вӑл Хӑйне вилӗм таранах – хӗрес ҫинчи мӑшкӑлла вилӗм таранах – йӑвашлатнӑ, Хӑйне Хӑй пӑхӑнтарнӑ. Чӑнах та, Турӑ Хӑйӗн ангелӗсенчен хӑшне, хӑҫан ҫапла калани пур: «Эсӗ – Манӑн Ывӑлӑм, паянтан Эпӗ – Санӑн Аҫу». Тата пӗр ангел ҫинчен те: «Эпӗ Унӑн Ашшӗ пулӑп, Вӑл Манӑн Ывӑлӑм пулӗ», – тесе каламан. Христос вара Турӑ кил-ҫуртӗнче – шанчӑклӑ Ывӑлӗ. Пирӗн кӑмӑл ҫирӗп, эпир шанчӑк пуррипе мухтанатпӑр. Енчен те ҫав пахалӑхсене вӗҫне ҫитичченех упраса хӑварайсан, эпир Унӑн кил-ҫурчӗ пулӑпӑр.
Выбор основного перевода