Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Унтан кӑшт аяккарах кайнӑ та ҫӗре ӳксе ҫапла кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Май пулсассӑн ҫак асап куркине Манран ирттерсемччӗ. Ҫапах та Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр». Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсем патне пынӑ та лешсем ҫывӑрнине курнӑ. «Манпа пӗрле эсир пӗр сехет те пулин ҫывӑрмасӑр тӳсеймерӗр-и? – тенӗ вӑл Петра. – Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр: этемӗн чун-чӗмӗ ҫирӗп, ӳт-пӗвӗ вара хавшак». Унтан Вӑл каллех тепӗр хут аяккарах пӑрӑннӑ та ҫапла каласа кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Ҫак асап куркине Манран ирттерме май ҫуках пулсан, Манӑн ӑна ӗҫмеллех пулсан, эппин Санӑн ирӗкӳ пултӑр». Вӗренекенӗсем патне тавӑрӑнсан Вӑл каллех вӗсем ҫывӑрнӑ тӗле пулнӑ. Вӗсене ыйхӑ пуссах ҫитернӗ. Унтан Иисус, вӗсене хӑварса, каллех аяккарах пӑрӑннӑ та малтанхи пекех каласа виҫҫӗмӗш хут кӗлтунӑ. Кӗлтунӑ хыҫҫӑн вӗренекенӗсем патне тавӑрӑннӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫаплах ҫывӑратӑр-и, канатӑр-и? Ӗнтӗ Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса парас вӑхӑт ҫитрӗ. Тӑрӑр та каяр! Акӑ ӗнтӗ Мана сутакан та ҫывӑхрах». Унтан вӗсем Гефсимани текен вырӑна пынӑ. «Эпӗ кайса кӗлтунӑ вӑхӑтра ҫакӑнтах ларӑр-ха», – тенӗ вӗренекенӗсене Иисус. Вара Хӑйпе пӗрле Вӑл Петра тата Иаковпа Иоана илсе кайнӑ та калама ҫук вӑйлӑн хуйхӑра пуҫланӑ. «Манӑн чунӑм вилесле хурланать, эсир ҫакӑнта Манпа пӗрле пулӑр-ха, ан ҫывӑрӑр», – тенӗ вӗсене Иисус. Вара кӑштах аяккалла пӑрӑннӑ та: «Май пулсассӑн, ҫак асап вӑхӑчӗ Манран иртинччӗ. Эй, Авва Аттем! Эсӗ пурне те тума пултаратӑн. Ҫак асап куркине Манран ирттерсемччӗ. Ҫапах та Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр», – тесе ҫӗре ӳксе кӗлтунӑ. Вара кӑштах аяккалла пӑрӑннӑ та: «Май пулсассӑн, ҫак асап вӑхӑчӗ Манран иртинччӗ. Эй, Авва Аттем! Эсӗ пурне те тума пултаратӑн. Ҫак асап куркине Манран ирттерсемччӗ. Ҫапах та Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр», – тесе ҫӗре ӳксе кӗлтунӑ. Унтан вӗренекенӗсем патне пынӑ та лешсем ҫывӑрнине курнӑ. «Симон, эсӗ ҫывӑратӑн-и? Пӗр сехет те пулин ҫывӑрмасӑр тӳсеймерӗн-и? – тенӗ Петра. – Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе, сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр: этемӗн чун-чӗмӗ ҫирӗп, ӳт-пӗвӗ вара хавшак». Унтан Иисус, каллех пӑрӑнса, малтанхи пекех каласа кӗлтунӑ. Вӗренекенӗсем патне пырсан Вӑл лешсем каллех ҫывӑрнине курнӑ. Ыйхӑ пуссах ҫитернипе вӗсем Иисуса ним тавӑрса калама та аптӑранӑ. Унтан, виҫҫӗмӗш хут кӗлтуса тавӑрӑнсан, Иисус вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫаплах ҫывӑратӑр-и, канатӑр-и? Вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: акӑ Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса параҫҫӗ. Тӑрӑр та каяр! Акӑ Мана сутакан та ҫывӑхрах». Унтан тухсан Иисус хӑнӑхнӑ йӑлипе Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ. Унпа пӗрле вӗренекенӗсем те пынӑ. Вырӑна ҫитсен Иисус вӗсене каланӑ: «Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе кӗлтӑвӑр». Хӑй вара вӗсем патӗнчен пӗр вӑтӑр утӑма кайнӑ та чӗркуҫленсе ларса ҫапла кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Кӑмӑлу пулсан, ҫак асап куркине Манран ирттерсе ярсамччӗ. Ҫапах та Ман ирӗк мар, Санӑн ирӗкӳ пултӑр». Вара тӳперен ангел курӑнса Ӑна вӑй-хӑват панӑ. Пӑлхана-пӑлхана Иисус тата хытӑрах кӗлтунӑ. Унӑн тарӗ ҫӗре юн пек тумланӑ. Кӗлтунӑ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсем патне пынӑ та лешсем куляна-куляна ҫывӑрсах кайнине курнӑ. «Эсир мӗншӗн ҫывӑратӑр? Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе, тӑрса кӗлтӑвӑр», – тенӗ вӗсене Иисус. «Халӗ Манӑн чунӑм пӑлханса кайрӗ. Мӗн калам-ши? „Аттем, Мана ҫак саманта курассинчен хӑтар!“ – теес-и? Анчах та Эпӗ шӑпах ҫак самантшӑн килнӗ.
Выбор основного перевода