Унӑн, ытти священниксем евӗр, куллен чи малтан – хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн, унтан халӑх ҫылӑхӗшӗн Турра парне кӳмелле мар. Мӗншӗн тесен Вӑл пӗрре Хӑйне Хӑй парнене кӳнӗ.
Иккӗмӗш пӳлӗмне вара пӗртен-пӗр аслӑ священникӑн ҫулталӑкра пӗрре кӑна кӗме юрать. Вӑл унта, парне выльӑхӗн юнне сирпӗтсе, хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн тата халӑхӑн пӗлмесӗр тунӑ ҫылӑхӗсемшӗн Турӑран каҫару ыйтать.