Ача чухне эпӗ ачалла калаҫаттӑм, ачалла шухӑшлаттӑм, ачалла ӑнланаттӑм. Ар ҫулне ҫитсессӗн ача-пӑча шухӑшне пӑрахрӑм.
Пирӗн ӗнтӗ ҫаплах пӗчӗк ачасем пек пулмалла мар. Вӗсене кирек епле вӗрентӳ ҫилӗ те, иккӗлентерсе, ҫавӑрттарса ярать; улталама вӗренсе ҫитнӗ чее ҫынсем хыҫҫӑн вӗсем часах каяҫҫӗ.