Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Эсир куракан тӗрӗслев этем тӳсмелӗх кӑна. Турра шанӑр. Вӑл сирӗн пуҫӑр ҫине чӑтма пултарнинчен ытла тӗрӗслев яма хушмӗ. Тӗрӗсленӗ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ. Иртнӗ кунсене, ӗненсе ҫутта тухнӑ хыҫҫӑн хӑрушӑ асап тӳссе паттӑрлӑх кӑтартнӑ кунсене, аса илӗр-ха. Пӗр енчен, сире пӗтӗм халӑх умӗнче мӑшкӑлласа хур тӑватчӗҫ; тепӗр енчен, хӑвӑр юлташӑрсем ҫакна тӳснине курса тӑратӑрччӗ. Тӗрмене хупнисен асапне, ҫав шутрах манӑнне те, эсир те пӗрлех пайлатӑрччӗ. Тӳпере хӑвӑрӑн лайӑхрах, пӗтми пурлӑх пуррине пӗлнӗ пирки ҫӗр ҫинчи пурлӑхӑра туртса илнишӗн те кулянмастӑрччӗ.
Выбор основного перевода