Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Эпӗ хам ӑшӑмра ҫакӑн пек йӗрке пуррине асӑрхарӑм: ырӑ тӑвас тенӗ чухне усал сиксе тухать. Ӑмӑртура пурте чупаҫҫӗ, анчах та пӗрне кӑна парне тивӗҫнине пӗлместӗр-им эсир? Ҫав парнене ҫӗнсе илес тесе эсир те тӑрӑшӑр. Ӑмӑртӑва хутшӑнмашкӑн пурте тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ, ӑна-кӑна питӗ уяса пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем шанакан-типекен пуҫ кӑшӑлӗ ҫӗнсе илесшӗн, эпир – шанманнине. Ҫавӑнпа та эпӗ тӗллевсӗр чупмастӑп; аллӑмсемпе сывлӑшра усӑсӑр сулкалашмастӑп, чӑнласах кӗрешетӗп. Ҫапах та эпӗ кӗлеткеме хама итлеттерсе пӑхӑнтаратӑп. Ҫакна эпӗ ыттисене Ырӑ Хыпаршӑн кӗрешме ӳкӗтле-ӳкӗтле хамӑн ҫав кӗрешӗве юрӑхсӑр пулас марччӗ тесе тӑватӑп. Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Акӑ мӗнле сӑмах парса шантарнӑ пире. Эппин хамӑра хамӑр ӳт-пӳпе чунӑн тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗнчен тасатар, Турӑран хӑраса сӑваплӑх патне ӑнтӑлар. Турӑ ирӗкне пурнӑҫласчӗ тесе, Вӑл сӑмах парса шантарнине илесчӗ тесе, малашне те тӳсӗмлӗ пулӑр.
Выбор основного перевода