Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
„Хуҫамӑр манӑн Хуҫама каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“. Ҫапла Хуҫамӑр, вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн, тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ. Давид тӳпене ҫӗкленмен, анчах та вӑл хӑех ҫапла калать: «„Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“, – тенӗ Хуҫамӑр манӑн Хуҫама». Турӑ ҫав аслӑ вӑй-хӑвата Христос урлӑ палӑртрӗ: Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратса, ҫӳл тӳпере Хӑйӗн сылтӑм енне лартрӗ. Вӑл Хӑйне вилӗм таранах – хӗрес ҫинчи мӑшкӑлла вилӗм таранах – йӑвашлатнӑ, Хӑйне Хӑй пӑхӑнтарнӑ. Ҫавӑншӑн Турӑ Ӑна пуринчен те ҫӳле ҫӗкленӗ, Ӑна пур ятран та аслӑрах ят панӑ. Турӑ ҫакна ҫӳлтисем те, ҫӗр ҫинчисем те, ҫӗр айӗнчисем те – пурте – Иисус ячӗ умӗнче чӗркуҫленччӗр тесе, Ывӑлӗ, Турӑ мухтавӗн ҫути тата Турӑ несӗллӗхӗн сӑнарӗ пулса, ҫут тӗнчене Хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе тытса тӑрать. Ҫынсене ҫылӑхӗсенчен сӑвапласа-тасатса Вӑл Ҫӳлти Аслин престолӗн сылтӑм енне ларнӑ. Мӗн пурри – Турӑшӑн, мӗн пурри – Турӑран. Хӑйне ӗненекен ачисене мухтавлӑ тӑвакан Туррӑн ҫынсене ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен Ҫулпуҫне асап кӑтартса асла кӑлармалла пулнӑ та. Христос, тӳпене ҫӗкленсе, Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ; Ӑна ангелсем те, ҫӳлти влаҫсемпе хӑватсем те пӑхӑннӑ. Ҫӗнтерекене Эпӗ Хампа пӗрле престолӑм ҫине ларма ирӗк парӑп. Эпӗ Хам та, ҫавнашкалах ҫӗнтерсе, Аттемпе пӗрле Унӑн престолӗ ҫине лартӑм.
Выбор основного перевода