Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Павелпа Варнава вӗсене хӑюллӑнах ҫапла каланӑ: «Турӑ сӑмахне чи малтан сире вӗрентмеллеччӗ. Анчах та эсир ҫав сӑмаха йышӑнмасӑр хӑвӑра хӑвӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа юрӑхсӑр тӑватӑр. Ҫавӑнпа та, акӑ, эпир урӑх халӑхсене вӗрентетпӗр. Ҫавӑнпа та пирӗн, Турӑ ҫулӗнчен пӑрӑнса каяс мар тесен, хамӑра мӗн вӗрентнине асра тытмалла. Мӗншӗн тесен ангелсем урлӑ пӗлтернӗ саккун ҫирӗп пулсан, ҫав саккунран иртсе айӑпа кӗнишӗн тивӗҫлӗ тавӑру илмелле пулсан, эпир ҫав тери аслӑ ҫӑлӑнӑҫшӑн чуна парса тӑрӑшмасан пире айӑплав пулмӗ-и? Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне чӑн малтан Хуҫамӑр ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, Хӑйӗнчен илтекенсем каласа пани пирӗн ӑшра ҫав хыпара тӗреклетнӗ. Вӗсем ҫӗр ҫинче сӑваплӑ вырӑнта Турӑшӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Анчах та ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑн тӳперин мӗлки тата ӗлки кӑна. Мӗншӗн тесессӗн чатӑр лартма пуҫласан Турӑ Моисея ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Асту, – тенӗ Вӑл, – пӗтӗмпех хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ту».
Выбор основного перевода