Халӑх хушшинче апостолсем нумай паллӑсемпе хӑватсем кӑтартнӑ. Хӑйсем вӗсем пӗр шухӑш-кӑмӑлпа тӑтӑшах Соломон притворӗнче пуҫтарӑннӑ.
Апла пулин те Павелпа Варнава унта Хуҫамӑр ҫинчен хӑюллӑн вӗрентсе пайтах пурӑннӑ. Апостолсем Хӑйӗн тивлечӗпе вӗрентнине ҫирӗплетсе, Хуҫамӑр вӗсен аллипе хӑватсемпе паллӑсем пултарнӑ.
Вара пӗтӗм пуху шӑпах пулнӑ. Пурте Павелпа Варнава мӗн каланине итленӗ. Вӗсем Турӑ хӑйсем урлӑ урӑх халӑхсем хушшинче мӗнле-мӗнле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартни ҫинчен каласа панӑ.