Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫапла Филипп Самарири пӗр хулана пынӑ та унта Христос ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ Филипа каланӑ: «Тӑр та кӑнтӑралла кай. Унтан Иерусалимран Газӑна каякан пушӑ ҫул ҫине тух». Стефана вӗлернӗ вӑхӑтранпах хӗсӗрленӗ пирки тарса-саланса кайнӑ ӗненекенсем Финики таранах, Кипрпа Антиохи таранах ҫитнӗ. Вӗсем Турӑ сӑмахне иудейсемсӗр пуҫне урӑх никама та вӗрентмен. Мӗншӗн тесен вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ. Унӑн чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тата ӗненӳпе тулнӑ пулнӑ. Варнавӑна пула чылай халӑх Хуҫамӑр енне ҫавӑрӑннӑ. Тепӗр кунне Павел тата эпир, унпа пӗрле ҫӳрекенсем, ҫула тухрӑмӑр та Кесарине ҫитрӗмӗр. Унта эпир Ырӑ Хыпар саракан Филипп патӗнче пурӑнтӑмӑр. Вӑл ҫичӗ диаконран пӗриччӗ.
Выбор основного перевода