Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тата синедрионра ларакан ытти ҫынсем, Иисуса вӗлерттерес тесе, Ӑна судра айӑпламалли суя сӑлтав шыранӑ. Ун ҫинчен суйса айӑп кӑтартакансем нумаййӑн пынӑ пулин те, вӗлермеллех айӑплама сӑлтав тупӑнман. Юлашкинчен суйса айӑп кӑтартакансем иккӗн пынӑ. Вӗсем ҫапла каланӑ: «„Эпӗ Турӑ Ҫуртне пӑсса виҫӗ кунра ҫӗнӗрен туса лартма пултаратӑп“, – тетчӗ Вӑл». Аслӑ священник ури ҫине тӑнӑ та Иисуса каланӑ: «Вӗсем Сана хирӗҫ айӑп кӑтартаҫҫӗ, Санӑн тавӑрса каламалли нимӗн те ҫук-им?» Иисус чӗнмен. Вара аслӑ священник Ӑна ҫапла каланӑ: «Чӗрӗ Турӑ ятне асӑнса хистесех ыйтатӑп Санран, каласамччӗ пире: Эсӗ Христос-и? Турӑ Ывӑлӗ-и?» «Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сире унтан та ытларах калатӑп: паянтан пуҫласа, малашлӑхра, эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр». Ҫакна илтсен, тарӑхнипе, священник хӑй ҫийӗнчи тумтирне ҫурса ярса каланӑ: «Вӑл Турра хурларӗ! Унӑн айӑпне кӑтартакан мӗн тума кирлӗ тата пире? Вӑл Турра хурланине, акӑ, хӑвӑрах илтрӗр! Ҫакӑн пирки эсир мӗн шухӑшлатӑр?» «Айӑплӑ, вӗлермелле», – тавӑрса каланӑ вӗсем. Аслӑ священниксем тата синедрионра ларакан ытти ҫынсем, Иисуса вӗлерттерес тесе, Ӑна судра айӑпламалли сӑлтав шыранӑ, анчах тупайман. Ун ҫинчен нумайӑшӗ суйса айӑп кӑтартнӑ, анчах вӗсем кӑтартнисем ҫителӗксӗр пулнӑ. Хӑшӗ-пӗрисем ура ҫине тӑрсах Ӑна хирӗҫ ҫапла суйса пӗлтернӗ: «„Этем аллипе тунӑ ҫак Турӑ Ҫуртне аркатма, унтан тепӗр виҫӗ кунран урӑххине, этем аллипе туманнине, ҫӗнӗрен туса лартма пултаратӑп“, – тенине эпир хамӑр илтрӗмӗр».
Выбор основного перевода