Вара унӑн сӑмахне хапӑлласа йышӑннисем тӗне кӗнӗ, ҫав кун тепӗр виҫӗ пин ӗненекене яхӑн хутшӑннӑ.
Ӗненекенсем Турра мухтаса пурӑннӑ, халӑх вӗсене юратнӑ. Хуҫамӑр вара ҫӑлӑнакансен йышне – Хӑйӗн Чиркӗвне – куллен ӳстерсех пынӑ.
Вӗсем хушшинче ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакансем пулман, мӗншӗн тесен ҫӗр пуррисем, кил-ҫуртлисем пурте ҫавсене сутнӑ, вара укҫи-тенкине апостолсене панӑ. Ҫапла вӗсем кирек камӑн мӗн ҫитменнине ҫитерсе тӑнӑ.
Савл грекланнӑ еврейсемпе те калаҫнӑ, тавлашнӑ. Лешсем ӑна вӗлересшӗн те пулнӑ.
Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри Кипрпа Киринея ҫыннисем пулнӑ. Антиохине пырсан ҫавсем Иисус Хуҫамӑрӑн Ырӑ Хыпарне грексене те каласа кӑтартнӑ.