Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Сире суда тытса парсан мӗн каласси, мӗнле каласси пирки ан кулянӑр, сирӗн калас сӑмахӑр ҫав самантра чӗлхе ҫинчех пулӗ. Мӗншӗн тесен эсир хӑвӑр мар, сирӗнти Аҫӑр Сывлӑшӗ мӗн каламаллине калаттарӗ. Сире суда тытса пама илсе кайнӑ чухне мӗн калас тесе малтанах ан кулянӑр, ан шухӑшлӑр. Ҫав самантра мӗн каламалли хӑех тупӑнӗ, мӗншӗн тесен калаканӗ эсир мар, Святой Сывлӑш пулӗ. Сире айӑплама синагогӑсене, пуҫлӑхсемпе влаҫсем патне илсе пырсан, епле хуравлас, мӗн тавӑрса калас тесе ан кулянӑр, мӗншӗн тесен ҫав самантра мӗн каламаллине сире Святой Сывлӑш вӗрентӗ». Унтан Пилат аслӑ священниксене, пуҫлӑхсене, халӑха чӗнсе пуҫтарнӑ та Тепӗр кунне Иерусалимра иудейсен пуҫлӑхӗсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем тата саккун вӗрентӳҫисем пухӑннӑ. Вара Павел тесе те чӗнекен Савл, чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑскер, ӑна куҫранах ҫапла каланӑ:
Выбор основного перевода