Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ӗненекенсем пурте Турра хисеплесе, Турӑран хӑраса пурӑннӑ. Иерусалимра апостолсем урлӑ тӗрлӗ хӑватсем, паллӑсем пулнӑ. Анчах та Петр ҫапла каланӑ: «Ылтӑнӑм та, кӗмӗлӗм те ҫук манӑн, мӗн пуррине сана паратӑп: Иисус Христос Назорей ячӗпе тӑр та утса ҫӳре!» Иисус ятне ӗненни ҫак эсир куракан, пӗлекен ҫынна тӗреклӗх пачӗ. Иисус панӑ ӗненӳ ӑна сирӗн куҫӑр умӗнчех сыватрӗ. Чӑнах та акӑ ҫак хулара Иродпа Понтий Пилат, ытти халӑхсемпе тата Израиль халӑхӗпе пӗрле пухӑнса, Санӑн ҫу сӗрсе суйласа илнӗ Святой Ывӑлна, Иисуса, хирӗҫ тӑчӗҫ. Халӑх хушшинче апостолсем нумай паллӑсемпе хӑватсем кӑтартнӑ. Хӑйсем вӗсем пӗр шухӑш-кӑмӑлпа тӑтӑшах Соломон притворӗнче пуҫтарӑннӑ.
Выбор основного перевода