Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вара унӑн сӑмахне хапӑлласа йышӑннисем тӗне кӗнӗ, ҫав кун тепӗр виҫӗ пин ӗненекене яхӑн хутшӑннӑ. Ӗненекенсем Турра мухтаса пурӑннӑ, халӑх вӗсене юратнӑ. Хуҫамӑр вара ҫӑлӑнакансен йышне – Хӑйӗн Чиркӗвне – куллен ӳстерсех пынӑ. Ӗненекенсен йышӗ ӳснӗҫемӗн ӳссех пынӑ. Нумай арҫынпа хӗрарӑм Хуҫа Турӑ енне ҫавӑрӑннӑ. Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫем сарӑлса пынӑ. Иерусалимра Иисус вӗренекенӗсен шучӗ хӑвӑрт ӳссе кайнӑ. Чылай священник та ҫак ӗненӗве йышӑннӑ. Хуҫа Турӑ вӗсене хӑват парса тӑнӑран питӗ нумай ҫын, ӗненме пуҫласа, Турӑ енне ҫавӑрӑннӑ. Мӗншӗн тесен вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ. Унӑн чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тата ӗненӳпе тулнӑ пулнӑ. Варнавӑна пула чылай халӑх Хуҫамӑр енне ҫавӑрӑннӑ. Ун сӑмахне итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсем Турра мухтарӗҫ. Унтан Павела ҫапла каларӗҫ: «Иисуса ӗненекенсем хушшинче миҫе пин иудей пулнине куратӑн-и, тӑванӑм? Вӗсем пурте Моисей саккунне ҫирӗп пӑхӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Выбор основного перевода