Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Анчах та Святой Сывлӑш сирӗн ҫине ансан эсир хӑват илӗр. Вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, тӗнче хӗррине ҫитичченех каласа ҫирӗплетекенсем пулӑр». Ӑна, Иисуса, Турӑ чӗртсе тӑратнине эпир пурте хамӑр куҫпа хамӑр куртӑмӑр. Эпир сирӗн патӑра чӑн малтан пуҫласах пулни ҫинчен, хамӑр илтни ҫинчен, куҫӑмӑрсемпе курни ҫинчен, аллӑмӑрсемпе тытса пӑхни ҫинчен – чӗрӗлӗх паракан Сӑмах Турӑ ҫинчен – ҫырса пӗлтеретпӗр. Сирӗн пирӗнпе хутшӑнса пурӑнмашкӑн май пултӑрччӗ тесе сире хамӑр курни-илтни ҫинчен хыпарлатпӑр. Эпир вара Атте Турӑпа тата Унӑн Ывӑлӗ Иисус Христоспа хутшӑнатпӑр.
Выбор основного перевода