Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вӗсем каҫхи апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – Манӑн Ӳтӗм», – тенӗ. Унтан хӗрлӗ эрех курки илнӗ те Турра тав тунӑ, куркана вӗсене парса: «Пурте ӗҫӗр ҫакӑнтан, ҫак хӗрлӗ эрех – Ҫӗнӗ Халала ҫирӗплетекен Манӑн Юнӑм, нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫармашкӑн юхакан Юн. Вӗсем апостолсен сӑмахӗсенчен иртмен, пӗрле ҫӑкӑр хуҫнӑ, пӗрле кӗлӗ тунӑ. Пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулса вӗсем кулленех Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ. Килӗсенче, ҫӑкӑр хуҫса валеҫнӗ чухне, савӑнӑҫлӑн та йӑваш кӑмӑллӑн апатланнӑ. Эпир пиллӗх куркинчен пиллесе ӗҫни Христос Юнӗпе хутшӑнни пулмасть-и вара? Хамӑр хуҫса ҫиекен ҫӑкӑра ҫини Христос Ӳчӗпе пӗрлешни пулмасть-и вара? Ҫак йӑлана эпӗ Хуҫамӑртан Хӑйӗнчен вӗрентӗм, кайран сире вӗрентрӗм. Хӑйне сутнӑ каҫ Иисус Хуҫамӑр ҫӑкӑр илнӗ те, Турра тав туса, ҫӑкӑра хуҫнӑ. Унтан Вӑл ҫапла каланӑ: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – сирӗншӗн хуҫӑлакан Манӑн Ӳт-пӗвӗм. Малашне те Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр». Каҫхи апат хыҫҫӑн, ҫавнашкалах, Вӑл курка илнӗ те ҫапла каланӑ: «Ҫак курка – Манӑн Юнӑмпа ҫирӗплетнӗ Ҫӗнӗ Халал. Ӑна ӗҫнӗ чух кирек хӑҫан та Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр». Ӗнтӗ эсир ҫав ҫӑкӑра ҫимессерен, ҫав куркана ӗҫмессерен Хуҫамӑр тепре киличченех Вӑл вилни ҫинчен хыпарлатӑр. Ҫапла вара, Хуҫамӑрӑн ҫӑкӑрне тивӗҫсӗр ҫиекен, Хуҫамӑрӑн куркине тивӗҫсӗр ӗҫекен ҫын Хуҫамӑрӑн Ӳчӗпе Юнне хирӗҫ ҫылӑх тӑвать. Малтан ҫын хӑйне хӑй тӗрӗслесе пӑхтӑр, унтан тин ҫав ҫӑкӑра ҫитӗр, ҫав куркана ӗҫтӗр. Кам тивӗҫсӗр ӗҫсе ҫиет, ҫав хӑйне айӑплав илмешкӗн ӗҫсе ҫиет, мӗншӗн тесен вӑл Хуҫамӑрӑн Ӳчӗ ҫинчен шухӑшламасть. Акӑ мӗншӗн сирӗн хушшӑрта халсӑррисем, чирлисем нумай; вилекенсем те йышлӑ. Эпир хамӑра хамӑр хаклама пултарсан Турӑ пире айӑпламӗччӗ. Пире хак параканӗ вара – Турӑ. Ытти пӗтӗм тӗнчепе пӗрле суд умне тӑрас мар тесессӗн Хуҫа Турӑ айӑплавне пирӗн чӑтмалла. Ҫавӑнпа та, тӑванӑмсем, аслӑ каҫхи апата пуҫтарӑннӑ чухне пӗр-пӗрне кӗтӗр. Эпӗ сирӗн патӑра пырсан тин пуҫтармалла ан пултӑр тесен, сирӗнтен кашниех эрнен малтанхи кунӗнче хӑй пултарнӑ таран уйӑрса хурса упратӑр. Пӗррехинче, вырсарни кун, Святой Сывлӑш витӗмӗпе эпӗ хам хыҫӑмра труба сасси пек хӑватлӑ сасӑ илтрӗм. «Эпӗ – Альфа тата Омега, Малтанхи тата Кайранхи, – терӗ ҫав сасӑ.
Выбор основного перевода