Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Аллӑмӗш кун уявӗ ҫитсен, вӗсем пурте пӗрле пӗр шухӑш-кӑмӑлпа пухӑннӑ. Ҫапла вӗсем Ефес хулине ҫитнӗ. Унта Павел, Прискиллӑпа Акилӑран уйӑрӑлса, синагогӑна кӗнӗ те иудейсемпе калаҫма пуҫланӑ. Вара вӗсемпе сывпуллашнӑ май вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫывхарса килекен уява манӑн Иерусалимрах кӗтсе илмелле, Турра кирлӗ пулсан, эпӗ сирӗн патӑра тавӑрӑнӑп-ха». Вара Ефесран караппа ишсе кайнӑ. Акилӑпа Прискилла Ефесрах юлнӑ. Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Павел Македонипе Ахаия урлӑ Иерусалима кайма шут тытнӑ. «Иерусалимран вара манӑн Рима каймалла», – тенӗ вӑл. Унта эпир Иисуса ӗненекенсене шыраса тупрӑмӑр та ҫичӗ кун пурӑнтӑмӑр. Святой Сывлӑш систернипе вӗсем Павела Иерусалима ярасшӑн марччӗ. Ҫакна илтсен эпир те, унти ытти ҫынсем те Павела: «Иерусалима ан кай», – тесе тархасларӑмӑр. Ефесра вара эпӗ Аллӑмӗш кун уявӗччен пулӑп.
Выбор основного перевода