Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Иудейсен усал шухӑшӗсене пула хӗн-хур курса нумай куҫҫуль тӑкма лекрӗ пулин те, эпӗ пӗтӗм йӑвашлӑхӑмпа Хуҫамӑршӑн ӗҫлерӗм. Тепӗр кун ирхине хӑш-пӗр иудейсем пуҫтарӑннӑ та Павела вӗлерме кавар тунӑ, ӑна вӗлермесӗр ӗҫместпӗр те, ҫиместпӗр те тесе тупа тунӑ. «Пирӗншӗн ырӑ ӗҫ тусам, Павела Иерусалима чӗнтерсе илсем», – тесе тархасланӑ. Хӑйсем вара Павела ҫул ҫинче вӗлерме усал шухӑш тытнӑ. Эпӗ нумай ҫул ҫӳрерӗм, нумай хура-шур куртӑм: юхан шывсем ҫинче те, вӑрӑ-хурахсенчен те, хамӑр халӑх ҫыннисенчен те, ытти халӑх ҫыннисенчен те, хулара та, пуш хирте те, тинӗсре те, суя тӑвансенчен те.
Выбор основного перевода