Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Пӗтӗм Иудейӑри, Галилейӑри, Самарири ӗненекен ушкӑнсемшӗн лӑпкӑ пурӑнӑҫ пуҫланнӑ. Ӗненекенсем Турӑ сӑмахне вӗренсе, Хуҫа Турӑран хӑраса пурӑннӑ. Святой Сывлӑш хастарлӑх панипе вӗсен йышӗ ӳссех пынӑ. Павелпа Варнава кашни ӗненекен ушкӑнрах алӑ хурса пресвитерсем уйӑрса лартнӑ. Вара апостолсем типӗ тытса кӗлтунӑ та вӗсене хӑйсем ӗненекен Хуҫамӑр аллине парса хӑварнӑ. Мана ӗненнипе вӗсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнмалла пулччӑр тесе, сӑвапласа тасатнисемпе пӗр шӑпаллӑ пулччӑр тесе эсӗ вӗсен куҫӗсене уҫӑн. Вӗсене шуйттан аллинчен хӑтарса Турӑ аллине парӑн, тӗттӗмлӗхрен ҫутта илсе тухӑн“. Хӑй сире чӗнсе илсе шанчӑк панине, Унӑн ӗненекенсене парас еткерӗ епле пысӑк та чаплӑ пулнине сире пӗлтермешкӗн чӗрӗрсене уҫтӑрччӗ тетӗп. Ҫутӑлӑхри Хӑйӗн еткерне, сӑваплисен еткерне, илмешкӗн пире те пая кӗртнӗшӗн савӑнса Атте Турра тав тӑвар. Турӑ сире Хӑйӗн еткерне парасса эсир пӗлетӗр, мӗншӗн тесен Христос Хуҫамӑршӑн тӑрӑшатӑр. Ҫав шанчӑк – сирӗншӗн тӳпере упранакан таса, ҫӗрми, пӗтми еткер.
Выбор основного перевода