Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Савлӑн ӗненӗвӗ ҫирӗпленнӗҫемӗн ҫирӗпленсе пынӑ. Вӑл ҫине тӑрсах Иисус – Турӑ Суйласа илни тесе вӗрентнӗ, Дамаскри иудейсем ӑна нимӗнпе те хирӗҫлеме пултарайман. Хӑнӑхнӑ йӑлипе Павел синагогӑна кӗнӗ. Вӑл унта виҫӗ шӑмат кун вӗрентнӗ. Павел вӗсене Христосӑн асапланмалла, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла пулни ҫинчен Ҫырнинчи сӑмахсемпе ӗнентермелле ӑнлантарнӑ. «Эпӗ сире Иисус ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентетӗп, Иисус вӑл шӑпах Турӑ Суйласа илни пулать те ӗнтӗ», – тенӗ вӑл. Хайхи Силӑпа Тимофей Македонирен пырсан, чун-чӗри хистенипе Павел иудейсене Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни тесе ҫирӗплетсех пӗлтернӗ.
Выбор основного перевода