Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Аполлос Коринфра пурӑннӑ вӑхӑтра Павел сӑртлӑ-туллӑ тӑрӑхсенче ҫул ҫӳренӗ. Унтан вӑл Ефеса ҫитнӗ те хӑш-пӗр вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ. Эпӗ акӑ мӗн пирки каласшӑн. Сирӗнтен кашниех: «эпӗ Павел майлӑ», «эпӗ Аполлос майлӑ», «эпӗ Кифа майлӑ», «эпӗ вара Христос майлӑ» тесе ҫӳрет. Павел камах вара? Аполлос камах вара? Сире Турӑ патне илсе пынӑ тарҫӑсем кӑна. Ҫак ӗҫе кашниех Хуҫа Турӑ хӑйне панӑ пултарулӑхне кура тӑвать. Эпӗ акрӑм, Аполлос шӑварчӗ, анчах та ӳстерекенӗ – Турӑ. Эй, тӑвансем! Сире ырӑ сунса, мӗн каланине эпӗ Аполлоспа иксӗмӗр ҫинчен тӗслӗх вырӑнне каларӑм. Ҫырса янинчен ытла нимӗн те ан шухӑшласа кӑларччӑр, пӗри теприне мала ан хуччӑр терӗм. Саккуна ӑста пӗлекен Зинӑна тата Аполлоса ҫула ӑсатнӑ чух, тархасшӑн, вӗсене мӗн кирлине йӑлтах ҫителӗклӗ парса яма тӑрӑш.
Выбор основного перевода